Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Питӗрте иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри канашлура РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов Чӑваш Ен шкулсем тӑвас енӗпе чи малта пыракан 5 регион йышне кӗнине палӑртнӑ.
Малтисен йышне кӗнӗ регионсем, дотациллӗ пулсан та, ятарлӑ проект пурнӑҫа кӗричченех шкулсем хута янӑ.
Сӑмах май, юлашки 5 ҫулта Чӑваш Республикинче 8 шкул ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӗсем Йӗпреҫ, Патӑрьел, Тӑвай, Вӑрмар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Шупашкар районӗнчи Янӑш ялӗнче хута кайнӑ. Пӗтӗмпе 1645 вырӑн ачасем валли хатӗрленӗ.
2015 ҫулта Комсомольски районӗнче шкул хута яма тытӑннӑ. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗччен ӑна туса пӗтермелле.
Проектпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Енре 32 шкул хута яма, ҫӗнетме палӑртнӑ. Тепӗр 64 шкула юсама та плана кӗртнӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьскинчи (Ӗсмелти) ача-пӑчан ӳнер шкулӗнче Элли Юрьев ячӗпе астӑвӑм каҫӗ ирттернине эпир пӗлтернӗччӗ.
Пурӑннӑ пулсан паллӑ художник ӗнер сакӑрвунӑ ҫул тултармаллаччӗ. Аса илтеретпӗр, Элли Юрьев — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тата халӑх художникӗ, академик, К. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри геральдика обществин член-корреспонденчӗ. Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗре ҫуралнӑ.
Элли Юрьева асӑнса Патӑрьелти тӗп вулавӑшра «Выдающиеся люди Чувашии: Элли Юрьев» (чӑв. Чӑваш Енӗн паллӑ ҫыннисем: Элли Юрьев) кӗнеке куравӗ хатӗрленӗ. Унти материалсем тӑрӑх художник Чӑваш Енӗн Патшалӑх гербӗн тата Патшалӑх ялавӗн, Шупашкар хула гербӗн тата ялавӗн авторӗ пулнине те пӗлме пулать.
Патӑрьел районӗнче «Янӑра, чӑваш сӑмахӗ» сӑвӑ хитре вулакансен конкурсӗ иртнӗ. Ӑна унти 2-мӗш вӑтам шкулта йӗркеленӗ. Конкурса Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне тата чӑваш поэт-юбилярӗсене халалланӑ.
Юбилярсенчен пӗри — Раиса Сарпи. Вӑл патӑрьелсемшӗн уйрӑмах ҫывӑх ҫын, мӗншӗн тесен ҫак тӑрӑхра ҫуралнӑ. 65 ҫулти поэт, куҫаруҫӑ, 40 ытла сӑвӑпа калав пуххин авторӗ ачасемпе аслисем валли чӑвашла та ҫырать, вырӑсла та. Ун сӑввисемпе юрра хывнӑ хайлавсем 300-тен те иртнӗ.
Тепӗр юбиляр — Юрий Сементер. Чӑваш халӑх поэчӗ 75-е ҫитрӗ. Ҫак вӑхӑтра вӑл 40 ытла кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Унӑн сӑввисене те композиторсем хаваспах кӗвве хываҫҫӗ. Ун йышши сӑвӑ шучӗ 600-ех ҫитнӗ. Уйрӑмах паллӑ юрӑсенчен «Уҫланкӑри палан», «Аякри тантӑша», «Ҫыру ҫырсамӑр салтаксем патне» йышшисене асӑнма пулать. Юхма Мишши те Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ. Кӑҫал вӑл 80 ҫул тултарать.
«Янӑра, чӑваш сӑмахӗ» конкурса 16 шкулти 5–11-мӗш классенче вӗренекен 39 ача хутшӑннӑ. 5–6-мӗш класрисенчен Патӑрьелти 2-мӗш шкулти Софья Григорьева, 7–8-мӗшӗнчисенчен Туҫари Анастасия Сугутская, 10–11-мӗшӗнчисенчен Сӑкӑтри Виктория Елагина ҫӗнтернӗ.
Патӑрьел районӗнче ҫамрӑк ҫемьесен конкурсне ирттерме йышӑннӑ. Хӑйне евӗр тупӑшӑва район администрацийӗн вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультура тата спорт управленийӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен центрӗ йӗркеленӗ.
Кирек мӗнле ӑмӑртури евӗрех конкурса хутшӑнакансене ятарлӑ комисси хаклӗ. Вӑлах конкурса хутшӑнакансене тата финала тухакансене палӑртӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнас тесен мӑшӑрсен 35 ҫултан аслӑрах пулмалла мар тата ачаллӑ ҫемьесене кӑна суйлӗҫ. Хут уйӑрса пурӑннине те пӑхӗҫ.
Конкурс икӗ тапхӑрпа иртӗ. Малтанхи, куҫӑнсӑрри, пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫланнӑ ӗнтӗ, ҫак уйӑхӑн 31-мӗшӗнче вӑл вӗҫленӗ. Кунта ҫӗнтернисем финала тухӗҫ те ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йӗркелекен куҫӑн тапхӑрта пултарулӑха кӑтартӗҫ.
Потребительсен правине хӳтӗлемелли куна, вӑл пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулать, халалласа Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗ «хӗрӳ линисем» уҫма йышӑннӑ.
«Хӗрӳ лини» номерӗсене управлени пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен тытӑнса 18-мӗшӗччен ӗҫлеттерессине пӗлтерет.
Тӗрлӗ ыйтупа тӗрлӗ номерпе шӑнкӑравламалла. Апат-ҫимӗҫ пахалӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйту сиксе тухсан 58-50-79 номерпе шӑнкӑравламалла. Тавар пахалӑхӗ, пулӑшу кӳнин шайӗ тивӗҫтермесен 58-17-19, 58-25-95 номерсемпе пӗлтермелле. Шӑнкӑравсене управлени ирхи 9 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен йышӑнассине пӗлтерет.
Управленин вырӑнсенчи пайӗсем те ҫынсене пулӑшма хирӗҫ мар. Патӑрьел районӗнчине 8 (8353) 25-03-45, Канашрине, 8 (8353) 32-24-49, Ҫӗрпӳ районӗнчине 8 (8354) 52-13-30, Ҫӗмӗрлеринчине 8 (8353) 62-29-15, Ҫӗнӗ Шупашкартине 8 (8352) 78-44-19 номерсемпе шӑнкӑравламалла.
Чӑваш Енри ялсем валли федераци хыснинчен кӑҫал 110,25 миллион тенкӗ килӗ. Ял территорисене ҫирӗппӗн аталантарма текен ятарлӑ программӑпа пӗтӗмпе ҫӗршыв хыснинчен 7,2 миллиард тенкӗ уйӑрмалла. Асӑннӑ хисепрен пӗр пайӗ пирӗн тӑрӑха та лекессине палӑртрӑмӑр ӗнтӗ.
Мускавран регионсене каякан «кӗмӗле» ӑҫта мӗн чухлӗ ӑсатассине те палӑртса хунӑ. 3,7 миллиарчӗ ялта пурӑнакансен, ҫав шутра ҫамрӑк специалистсемпе ҫамрӑк ҫемьесене, ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма кайӗ. Чӑваш Енре ҫак тӗллевпе 76,07 миллион уйӑрӗҫ.
Федераци хыснинчен килекен тупра Каҫал тӑрӑхӗнчи Чӑваш Элпуҫ ялӗнче тума пуҫланӑ вӑтам шкула хӑпартма та чухах пулӗ — ун валли 12,04 миллион тенкӗ лекӗ.
Фельдшерпа акушер пункчӗсене малашне те тумалла. Кӑҫал ун валли 3,04 миллион тенкӗ тивӗҫӗ. Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра «Халӑхсен туслӑхӗ» парка тума валли 0,68 миллион тенкӗ ӑсатмалла.
Чӑваш Енре чи лайӑх культура учрежденийӗсене тата вӗсенче тӑрӑшакан пултаруллӑ ӗҫченсене палӑртма конкурс ирттернӗ. Кӑҫалхине 61 заявка пырса ҫитнӗ: 37-шӗ — муниципалитет культура учрежденийӗсенчен, 24-шӗ — муниципалитет учреждейӗсенче ӗҫлекенсенчен.
«Ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи чи лайӑх педагогика ӗҫченӗ» тата «Муниципалитет музейӗнчи чи лайӑх ӗҫчен» номинацие пӗрер заявка тӑратнипе ку енӗпе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртман.
Чи лайӑх культурӑпа кану учрежденийӗсенчен Улатӑр районӗнчи Октябрьскинчи, Элӗк районӗнчи Питӗшкассинчи, Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пӑшьелти, Комсомольски районӗнчи Урмайри, Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫӗнчи, Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнчи, Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукалти, Етӗрне районӗнчи Лапракассинчи, Тӑвай районӗнчи Мушарти культура ҫурчӗсене палӑртнӑ.
Патӑрьелти темиҫе хваттерте электроэнергие пула йӑла техники ҫунса кайнӑ. Ку Туслӑх урамӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ.
Светлана Павлова каланӑ тӑрӑх, яваплӑха никам та хӑйӗн ҫине илесшӗн мар. Вӗсем амӑшӗн хваттерӗнче нумаях пулмасть юсав ирттернӗ, йӑла техникине ҫӗнетнӗ. Электроэнерги япӑх ӗҫленине пула вӗсен кӗпе-йӗм ҫумалли машина, шыв ӑшӑтмалли хатӗр, компьютер ҫунса кайнӑ. Юрать, газ котелне сӳнтерме ӗлкӗрнӗ. Кӳршисен электропралук та ав ирӗлме тытӑннӑ.
Ҫынсем управляющи компанирен пулӑшу ыйтнӑ. Анчах никам та яваплӑха хӑйӗн ҫине илмен. Светлана парӑнасшӑн мар, ӗҫе вӗҫнех ҫитересшӗн.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче сцена ҫине черетлӗ премьера кӑларма хатӗрленнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, унта Марина Карягина пьеси тӑрӑх «Куккуклӑ сехет» спектакль куракан патне ҫитерӗҫ. Премьерӑна ҫитес уйӑх репертуарне кӗртнӗ. Ҫӗнӗ спектакле куракансен пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хаклама май килӗ.
Спектакле режиссер-постановщик тата художник пулса театрӑн тӗп режиссерӗ, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев хӑй лартать.
Пьесӑра автор малашлӑхсӑр шутланакан ял пурнӑҫне кӑтартнӑ. Унти икӗ сӑнар урлӑ автор мӗн калассине куракан хӑй курса хаклатӑр тенӗрен хайлавӑн содержанине уҫса парар мар.
Пьеса авторӗ Марина Карягина 1969 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре ҫуралнӑ, Чӑваш телекуравӗнче ӗҫлет.
Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче, юлашки кунӗнче, сунарҫӑсен сезонӗ вӗҫленет. Ҫак вӑхӑтра сунарҫӑсем тискер чӗрчунсене пенӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра кашкӑрсене тытмалли сезон пуҫланнӑ. Ку таранччен районсенче 17 «тукмак хӳрене» тытнӑ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Вӑрнар районӗнче — 8, Ҫӗмӗрле районӗнче — 5, Элӗк, Улатӑр, Тӑвай тата Патӑрьел районӗсенче 1-ер кашкӑр персе вӗлернӗ. Нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре ҫӑмламас чӗрчунсене тытма чарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |